-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Асăннă волонтерсен штабĕ таврарисенчен чи хастарри шутланать. Кунта СВО нушисем валли кашни уйăхра 40- 50 пин тенкĕ пуçтараççĕ. Çак укçасенчен сетьсемпе çуртасем валли кирлĕ хатĕрсем, тĕрлĕ оборудовани, строительство материалĕсем туянаççĕ.
Пухнă япаласене гуманитари конвойĕпе, отпуска килнĕ салтаксемпе пĕрле ăсатаççĕ, ытти чух вĕсене волонтерсен штабĕн ертÿçи Светлана Абдуллина мăшăрĕпе пĕрле малти линие хăех леçет.
Волонтерсем питĕ хитре юрлаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем «Ашкатар çăлкуçĕсем» чăваш фольклор ансамбльне çÿреççĕ.