Пур хыпар та
Çырăнтару
27 Кӑрлач , 15:00

Çул-йĕр инкекĕ тунă хыççăн вырăнтан çухалнă

Çтерлĕ хулинче автоинспекторсем çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ вырăнтан çухалнă 46 çулхи автомобилиста тытса чарнă.

Çул-йĕр инкекĕ тунă хыççăн вырăнтан çухалнă
Çул-йĕр инкекĕ тунă хыççăн вырăнтан çухалнă

«Zeekr»  автомобиль водителĕ «Ниссан» машинăна çапăннă та çул-йĕр инкекĕ вырăнĕнчен çухалнă. Полицейскисем ăна çийĕнчех кам пулнине тĕпчесе тытса чарнă.  Авари вырăнĕнчен пăрахса кайнăшăн хĕрĕх ултă çулхи арçын тĕлĕшĕпе протокол çырнă. Халĕ арçынна административлă арестлени е водитель прависене туртса илесси кĕтет.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас