Ушкăна РФ Патшалăх Думин патшалăх строительствипе саккунсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Ирина Панькина ертсе пырĕ, ушкăнăн председателĕ пулма Пушкăртстан правительствин вице-премьерне – спорт министрне Руслан Хабибова çирĕплетнĕ.
Çавăн пекех ушкăнра Пушкăртстанăн çемье, ĕç, халăха социаллă хÿтлĕх паракан министр Ольга Кабанова, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти филиалĕн ертÿçи Гульнур Кульсарина, республикăри çар комиссарĕ Михаил Блажевич, ПР çын прависен уполономоченнăйĕ Михаил Закомалдин, СВО ветеранĕсен ассоциацийĕн председателĕ Оскар Ситдиков, Пушкăртстанри тăван çĕршыв çар çыннисен çемйисен комитетчĕн председателĕ, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Эльвира Мацкевич пулĕ.
Март уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пушкăртстан Правительствинче ĕçлĕ ушкăнăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Руслан Хабибов Республика Пуçлăхĕ хыпарсăр çухалнă çар çыннисене шырас ыйтура уçăмлă тĕллевсем лартнине палăртнă.