«Пушкăртстанра Абхази Республикин делегацийĕ ĕçлет, ăна Владимир Валерьевич Делба премьер-министр ертсе пырать. Эпир çирĕплетнĕ йĕркепе çак тăванла çĕршывпа пĕрле ĕçлетпĕр. Паян каллех туризм ыйтăвне сÿтсе яврăмар. Çÿлти Турă Абхазине çут çанталăк пуянлăхĕсем уйăрса панă. Хальхи вăхăтра Бадра Зурабович Гунба Президент ертсе пыракан команда туризм инфраструктурине аталантарма чылай ĕçсем тăвать. Паллах, эпир те Пушкăртстанра пурăнакансем Хура тинĕс хĕрринчи климатпа усă курса хăтлă, халăха тивĕçтерекен хаксемпе канма пултарччĕр тесе тăрăшатпăр.
Пушкăртстанпа Абхази хушшинчи ĕçлĕ хутшăнусене анлăлатас тесе эпир çул карттине хатĕрлерĕмĕр. Унта социаллă, культура, суту-илÿ тата ытти сферăсенчи хутшăнусене çирĕплетмелли утăмсене тĕплĕн çырса кăтартнă. Çак енĕпе малашне системăллă ĕçлĕпĕр», - тесе çырнă Радий Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.
Редакцирен. Абхази делегаций Пушкăртстана март уйăхĕн 13-мĕшĕнче килсе çитнĕ. Ăна ПР Премьер министрĕ Андрей Назаров кĕтсе илнĕ. Çак кунах хăнасене Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров йышăннă, ĕçлĕ тĕлпулу иртнĕ. Кунтах кăçалхи май уйăхĕнчен пуçласа Ĕпхÿрен Сухума тÿрĕ авиарейс уçасси пирки калаçса татăлнă. Вăл хальлĕхе кану сезонĕ вăхăтĕнче çеç, кĕркуннеччен, пулĕ. Çавăн пекех Ĕпхÿри Аслă шкулсен хушшинчи кампусра Раççейпе Абхазин культура центрне уçнă.