«Овен» хушма ятлă Октябрьск хулинчи ятарлă çар операцийĕн участникне Хăюлăх орденĕпе наградăланă. Пысăк наградăна салтака çар тивĕçне малти ретре пурнăçланă чух хăюллă та татăклă ĕçсемшĕн панă.
Маларах Алексей Сухоруков ячĕллĕ «Башкортостан» мотострелоксен полкĕн артиллери батарейин çар машинин командирĕ Тимур Ахмедьянов аманнă комбата тăватă çухрăм тăршшĕ сĕтĕрни пирки çырнăччĕ.