Иртнĕ çул регионта пĕтĕмĕшле ял хуçалăх продукци туса илнине укçана куçарсан 290,5 млрд тенкĕпе тÿр килет. Çакă вăл Атăлçи федераллă округра – виççĕмĕш кăтарту, Раççейĕпе тăххăрмĕш шутланать.
Ÿсен-тăран çитĕнтерессипе продукци индексĕ 114,2 % çитнĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ 3,634 млн тоннăпа (2024 çулхипе танлаштарса 118%), çу туса илмелли – 1,029 млн тоннăпа (140 %), сахăр кăшманĕ – 2,105 тоннăпа (82 %), çĕр улми - 725 пин тоннăпа (98 %) танлашнă.
- Республикăри агропромышленность комплексĕ 2025 çула лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕ. Тухăç пирĕн лайăх пулчĕ. Производство индексĕ 106,8 % çитрĕ. Лайăх кăтарту, саламлатăп. Малашне çакна асра тытăр та кашни çул 5-6 % ÿссе пытăр. Вăт ку пурнăçа кĕртмелли задача пулĕ, - тенĕ Радий Хабиров правительствăн вице премьерĕпе - ял хуçалăх миниистрĕпе Ильшат Фазрахмановпа калаçнă май.
Юрий СНЕГОПАД.