-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Шкул ачисем вăхăта усăллă ирттерччĕр, тимлĕхсĕр ан юлччăр тесен муниципалитетсем, шкул директорĕсемпе ашшĕ-амăшĕсен пĕрлĕхĕсем пĕрле хушма вĕренÿ, культура тата спорт мероприятийĕсем йĕркелемелле.
- Каникул - пирĕн ачасемшĕн пысăк савăнăç. Çак ыйтăва тимлеме ыйтатăп. Ачасем кирлĕ япалапа аппанччăр, канччăр, ун валли вĕсен хушма майсем те пулччăр, - палăртнă Радий Хабиров.
Аса илме, шкул ачисен çурхи каникулĕ çитес тунти кун, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче пуçланĕ, ака уйăхĕн 5-мĕшĕччен тăсăлĕ.