Пур хыпар та
Çырăнтару
3 Апрелӗн , 13:00

Инвестор 2028 çул тĕлне туристсен базине уçĕ

Пушкăртстан правительстви «Авинаут» компанин пуçарăвне ырламалли тата пулăшмалли çинчен çирĕплетекен килĕшÿ тунă.

Инвестор 2028 çул тĕлне туристсен базине уçĕ
Инвестор 2028 çул тĕлне туристсен базине уçĕ

Компани 2028 çул тĕлне Архангельск районĕнче туристсен базине хăпартма палăртать. Проект чи кирлисен статусне илнĕ, компани налук çăмăллăхĕсене тивĕçĕ, çавăн пекех çĕр лаптăкне аукцион ирттермесĕр арендăна илĕ.

Асăннă база 160 хăнана вырнаçтарма пултарĕ. Ун территоринче хăна çурчĕ, административлă корпус, 28 бунгало (пĕр çемье валли пысăк мар çурт), ресторан тата конференци зони пулĕ. Проект хакĕ 120 млн тенкĕпе танлашĕ. Комплекс территоринче 10 çын ĕçлĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас