Амӑш капиталӗпе шкулсенче, колледжсенче, аслӑ шкулсенче вӗреннĕшĕн , ҫавӑн пекех ача садне е хушма занятисене çÿренĕшĕн тÿлеме пулĕ. Укçа-тенке хăш ача ячĕпе панине пăхмасăр пĕр çемьери пур ача вĕренĕвĕшĕн те тÿлеме май пур.
Унсӑр пуҫне ача амăш капиталĕн шучӗпе кружоксемпе секцисене ҫӳремелли тӑкаксене саплаштарма пулать. Чи кирли кунта - учрежденин вӗренӳ ӗҫ-хӗлне илсе пыма лицензи пурри.
Анчах та кунта ыйтусем çуралаççĕ. Сӑмахран, ача сачĕшĕн пепке ҫуралсанах тата сертификат ҫырӑнсанах тӳлеме май пур. Шкулта, колледжра е аслӑ шкулта вӗреннĕшӗн тӳлеме ача виҫӗ ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн ирӗк параҫҫӗ. Программа куҫӑмлă тата куçăмсăр майпа вӗреннишĕн те сарӑлать. Ача студентсен общежитийӗнче пурӑннишĕн те тӳлеме май пур.
Кунта чи кирли - вĕренекен ача вĕренме кĕнĕ чух 25 çултан кĕçĕнрех пулмалла.
Ача амăш капиталĕпе усă курма заявление Госуслуги портал, Социаллă фонд урлă е çывăхри Нумай функциллĕ центрта парса пулать.