

Пушкăртстан нумай ачаллă çемьесем шучĕпе Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш, Раççейре çиччĕмĕш вырăн йышăнать. Çĕршывра тата республикăра ун пек çемьесене пулăшмалли çăмăллăхсем нумай. Влаçсем вара пулашусене илсе тăмалли майсене çăмăллатас тесе тăрăшаççĕ.
Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, Пысăк та туслă çемье çулталăкĕн тĕп тĕллевĕ вăл - кашни çемье патшалăх пулăшăвне пурнăçăн пур тапхăрĕнче те туйса тăмалла тăвасси. Унсăр пуçне çамрăк çемьесене, йăлана кĕнĕ çемьери хаклăхсене упрассине, ашшĕ-амăшсемпе ачисем валли инфраструктурăна аталантарассине, тĕпренчĕкĕсене воспитани парас ĕçре ашшĕпе амăшĕн хисепне ÿстерессине тимлĕх уйăрĕç. Çавăн пекех Радий Хабиров регионта çирĕп çемье институчĕн никĕсне йĕркелеме республикăра пурăнакансене çулталăк тăршшĕпе иртекен мероприятисене хастар хутшăнма, хăйсен шухăш-сĕнĕвĕсемпе паллаштарма чĕнсе каланă.