

Конкурс йĕркелÿçи Луиза Закирьянова пĕлтернĕ тăрăх, финал мероприятийĕнче участниксем хăйсемпе паллаштарасси, наци тумĕллĕ дефиле, ăс-тăн конкурсĕ, ташă номерĕ тата сцена çине каçхи тумпа тухасси тĕрĕслевсем витĕр иртнĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Нефтекамск хулинчи 22 çулхи Ариана Галлясова «Пушкăртстан мисĕ – 2026», Пелепей хулинчи 18 çулхи Данил Кудерчук «Пушкăртстан мистерĕ – 2026» пулса тăнă. Икĕ çĕнтерÿçĕ те Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем.
«Ĕпхÿ мисĕ-2026» титула Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн 21 çулхи студенчĕ Диана Игбаева çĕнсе илнĕ. Ĕпхÿ нефтьпе техника университечĕн 22 çулхи студенчĕ Тамерлан Байгазин «Ĕпхÿ мистерĕ -2026» пулса тăнă.
Конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем Пушкăртстан чысне Раççей, тĕнче шайĕнчи мода тата илем конкурсĕсенче хÿтĕлĕç.