

«Пĕчĕк ялсем» номинацире 3 вырăна Татăшлă районĕнчи Малая Бальгуза, 2 вырăна Бурай районĕнчи Новоельдяково, 1 вырăна Аскин районĕнчи Гумбино ялĕсем тивĕçнĕ.
«Вăтам ялсем» номинацире 3 вырăна Буздяк районĕнчи Каран, 2 вырăна Калтасă районĕнчи Кокуш, 1 вырăна Авăркас районĕнчи Тутар Нукасак ялĕсем çĕнсе илнĕ.
«Пысăк ялсем» номинацире 3 вырăна Баймак районĕнчи Мерясово, 2 вырăна Ĕпхÿ районĕнчи Николаевка, 1 вырăна Дюртюлĕ районĕнчи Старобаишево ялĕсем тухнă.
- Ку - тĕлĕнмелле конкурс. Вăл çынсене йĕркеллĕ пурнăç патне таврăнма, пĕр туслă командăна чăмăртанма пулăшать. Нумайăшĕн чунĕсенче ыррине шанни палăрать. Конкурса йĕркелекенсенчен пĕрне, Эльвира Аиткулована, тав тăватăп. Конкурса ваттисем те, çамрăксем те хутшăнаççĕ. Муниципалитет пуçлăхĕсем вĕсемшĕн хытă пăшăрханаççĕ, - тенĕ Радий Хабиров.