Урал сасси
+20 °С
Облачно
Çырăнтару
25 Мая , 10:00

Пĕр талăк хушшинче тăватă çут çанталăк пушарне тĕп тунă

Пушарсем тухасси çанталăк шăрăх тăнипе тата çумăр çуманнипе çыхăннă.

Пĕр талăк хушшинче тăватă çут çанталăк пушарне тĕп тунăПĕр талăк хушшинче тăватă çут çанталăк пушарне тĕп тунă
Пĕр талăк хушшинче тăватă çут çанталăк пушарне тĕп тунă

РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ талăк хушшинче республикăра Кугарчă районĕнче пĕр вăрман пушарĕ, Баймак, Чекмагуш районĕсемпе Ĕпхÿ хулинче типĕ курăк тивсе кайнă виçĕ тĕслĕх шута илнĕ. Пур пушара та тĕп тунă.

Асăннă ведомство  пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çул пуçламăшĕнчен 10 вăрман пушарĕ (83 гектар  ытла лаптăк çинче) тата типĕ курăк тивсе кайнă (322 гектар ытла)  176 тĕслĕх шута илнĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас