

Ҫак кунах вырăнти шкула К.В. Иванов ятне парса асӑну хӑми уҫрӗҫ. Уява Çтерлĕ хулинчи делегаципе пĕрле эпир, чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен Ольга Никитинапа Константин Петров, хутшӑнтăмăр. Иксĕмĕр К. Ивановӑн «Нарспи» поэминчи Нарспипе Сентнер рольне вылярăмăр. Тата эпĕ мероприятире «Нарспи» поэмӑри «Сарӑ хӗр» сыпӑка илемлӗн вуларăм.
Уяв ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Унта Чӑваш Республикинчен тата Тутарстанран хӑнасем килнӗччĕ. Ҫаплах Раҫҫейри чӑваш наципе культура автономин ертӳҫи, РФ Геройӗ, генерал-лейтенант Н.Ф. Гаврилов килнĕччĕ, вăл пухăннисене ырӑ сӑмахсем каласа хавхалантарчӗ. Паллах, пире çамрăксене, кунта курмалли, ăша хывмалли нумай пулчĕ.
Константин Васильевич Иванов – чӑваш халӑхӑн аслӑ поэчӗ, патриочӗ, чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ! Пирӗн, ҫамрӑк ӑрăвăн, Константин Иванова манмалла мар, малашне те унӑн хайлавĕсене вуласа савӑнмалла, вĕренсе асра тытмалла. Вӑл чӑвашлӑха ҫӳлти тӳпене ҫӗкленӗшӗн мӑнаҫланмалла, мухтанмалла.
Ольга НИКИТИНА, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн 4 курс студенчĕ.