

Кун пирки Пушкӑртстанри тӗп патшалӑх автоинспекторӗ Владимир Севастьянов пӗлтернӗ.
Акци
тӗллевӗ - водительсене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма чӗнесси. Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем автомобильсене чарса водительсемпе ӑнлантару ӗҫӗ ирттернӗ. Вӗсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхăнма, ачасене турттарнӑ чухне ятарлă креслăсемпе усӑ курма, ҫуран ҫӳрекенсене ирттерсе яма, хӑвӑртлӑх режимне пӑхӑнма тата ача-пӑча учрежденийӗсен çывăхĕнче тимлӗ пулма чӗнсе каланă. Ҫавӑн пекех водительсене руль тытса пынă чух гаджетсемпе усӑ курни хӑрушлăх кăларса тăратнине те аса илтернӗ. Акци вӑхӑтӗнче полицейскисем водительсене ҫул-йӗр правилисемпе тематика листовкисем панӑ, йĕркене ҫирӗп пӑхӑнни тата ҫул ҫинче пӗр-пӗрне хисеплени пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтернӗ.