Урал сасси
+13 °С
Облачно
Çырăнтару
6 Июня , 11:00

Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ

Обществăлла территорисене таса та тирпейлĕ тытса тăрасси пирки хальхи вăхăтра нумай калаçатпăр. Тунă ĕçĕ те куç умĕнчех. Чылай чухне вырăнти халăх патшалăх пулăшасса кĕтсе тăмасть, йышпа канашлать те çийĕнчех ĕçе пуçăнать. Кун пек чухне пуçаруллă çынсем укçи-тенкине те, вăхăтне те тупаççĕ. Чи кирли йышпа ĕçлес кăмăл пултăр.

Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕКăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ
Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ

Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнче çак енĕпе иртнĕ май уйăхĕнче тунă ĕçсем кăна мĕне тăраççĕ. Кунта кĕске вăхăт хушшинче ял варринчи часавая юсаса çĕнетнĕ. Малтан «Çĕнтерушĕн» ушкăн волонтерĕсем пухнă укçа-тенкĕпе кирлĕ хатĕрсем туяннă, ун хыççăн Владимир Яковлевпа Андрей Самойлов часавай умне лакпа сăрласа илемлетнĕ, никĕсне юсаса çирĕплетнĕ. Çак пархатарлă ĕçре Ермеккей ял Канаш (Кăратмас çав шута кĕрет) депутачĕ Рифмир Гайфуллин та пулăшу пама май тупнă.

Çимĕк уявĕ умĕн вара кăратмассем тата пысăк ĕç туса ирттернĕ -  ялти масар хÿмисене çĕнетнĕ, Астăвăм çурчĕн тăррине улăштарна, çĕнĕ хапха туса лартнă.

- Астăвăм тата культура пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă ăнлавсем. Масар вăл пиртен уйрăлса кайнă тăвансемпе çывăх çынсене, хамăр ялсене асра тытмалли вырăн. Вилнисем канлĕх тупнă вырăна сывă çынсем мĕнле тытса тăнинче обществăн культурине курма пулать, - тет Кăратмасра çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан Павел Коростелев. Вăл çак сăваплă ĕçе пуçаракансенчен пĕри шутланать.

Тепĕр саманта та палăртса хăвармалла, сăвапла та пархатарла ĕçе йĕркелес ĕçе 30-40 çулсенчи çамрăксем  хутшăнни кăмăла çĕклет. Унсăр пуçне ятарлă çар операцине хутшăнакансем те тăван яла манмаççĕ. Кунтанах вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх çыннисем-çке. Бабай, Михалыч тата Макей хушма ятлă салтаксем укçа-тенкĕ парса пулăшнă. Кĕскен каласан пуçланă ĕçе йышпа тума пултарнă.

- Пĕтĕмĕшле 200 пин тенке яхăн тăкакларăмăр. Ĕçлеме тытăнсан пурте кирлĕ вĕт. Масар çинчи Астăвăм çуртне çывăх вăхăтра йĕркене кĕртсе пĕтересшĕн, унта ĕçсем пур-ха.  Ял халăхне пысăк тав пирĕн пуçарăва пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕпе те, ĕç вăйĕпе те пулăшнăшăн, - тет Павел Евгеньевич малашлăх планĕсемпе паллаштарнă май.

Юрий СНЕГОПАД.

Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ
Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ
Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ
Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ
Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ
Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ
Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ
Кăратмассем ял масарне тирпей-илем кĕртнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас