Урал сасси
+15 °С
Облачно
Çырăнтару
12 Июня , 09:00

Пушкăртстан Пуçлăхĕ уншăн Тăван çĕршыв мĕнрен пуçланни çинчен каласа панă

Паян, июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Раççей кунне, Ĕпхÿ кунне тата республикăри наци геройĕ Салават Юлаев çуралнăранпа 272 çул çитнине халласа иртекен мероприятисене хутшăнать. Çавна май вăл Туслăх монуменчĕ тата «Ĕпхÿ – ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» стела умне чечексем хунă.  Ун хыççăн журналистсене кĕске интервью панă, «Сирĕншĕн Тăван çĕршыв мĕнрен пуçланать?» текен ыйту çине хуравланă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ уншăн Тăван çĕршыв мĕнрен пуçланни çинчен каласа панăПушкăртстан Пуçлăхĕ уншăн Тăван çĕршыв мĕнрен пуçланни çинчен каласа панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ уншăн Тăван çĕршыв мĕнрен пуçланни çинчен каласа панă

«Маншăн Тăван çĕршыв вăл – Ишимбай районĕнчи Сайран ялĕнчи çут çанталăкпа çыхăннă илемлĕ ÿкерчĕксем.  Хамăрăн чÿречерен курăнакан Ишимбайри пĕрремĕш шкул та çав шутрах. Çавăн пекех Ĕпхÿ урамĕсем, унта пурăннă общежити, Мускавра ĕçлесе пурăннă вăхăтри вырăнсем. Çак ÿкерчĕксем пурте пуçра çуралнă май, шухăшсем капланса килеççĕ – акă, вăл Тăван çĕршыв», - тенĕ регион ертÿçи.

Çавăн пекех Радий Хабиров Раççей кунĕ пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри пулнине палăртнă.

«Çак уяв çамрăк-ха, анчах та пирĕн пурнăçра тарăн  çирĕпленсе юлчĕ. Çынсем ăна савăнăçпа та хавхаланупа кĕтсе илеççĕ. Ирхине телефона алла илетĕп те -   унта  саламланисем питĕ нумай. Акă, паян эпир çемьепе ыйхăран вăрантăмăр кăна  чăн малтан пĕр-пĕрне саламларăмăр. Хамăрăн аслă çĕршыва халалланă уяв пулмаллах. Кашни çулах эпир çак куна Туслăх монуменчĕ умне чечексем хунинчен пуçлатпăр. Унта «Вырăс тата пушкăрт халăхĕсен аслă туслăхне халалланă» тесе çырнă.  Раççей – нумайнациллĕ çĕршыв, вăл пирĕн пек республикăсенчен тăрать. Ку вăл аслă та хăватлă патшалăх, унпа мăнаçланмалла, уншăн тăрăшса ĕçлемелле, хавхаланмалла, ăна хÿтĕлемелле», - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне Пушкăртстан Пуçлăхĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас