

Кунта медиасферăн 300 ытла представителĕ - республикăри патшалăх тата муниципалитет шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе журналисчĕсем, çар корреспонденчĕсем, информаци хăрушсăрлăхĕпе çĕнĕ медиасен эксперчĕсем пуçтарăннă. Форума ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров та хутшăннă.
Пуçтарăннисен умĕнче салам сăмахĕпе республикăри Пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсен агентствин ертÿçи Максим Ульчев тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх паян асăннă отрасльте икĕ пин ытла çын – радио, телевидени, информаци агентствипе хаçат ĕçченĕсем – вăй хураççĕ. Вĕсем пурте республикăра пурăнакансен пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн тата халăх патне тĕрĕс информаци çитерессишĕн тăрăшаççĕ.
Максим Ульчев аса илтернĕ тăрăх, тахçан-тăр массăллă информаци хатĕрĕсем (СМИ) информаци сферинче монополистсем пулнă, çакă хăтлă ĕç условийĕсем йĕркелеме май панă.
- Эпир сирĕнпе пысăк конкуренци саманинче пурăнатпăр. Хăçан-тăр эпир çеç информаципе тивĕçтерекенсем пулнă, пурте пирĕн хыпарсене çеç вуланă, итленĕ, пăхнă. Каярах интернет, сайтсем, социаллă сетьсем, агрегаторсем пулса кайрĕç. Халĕ эпир технологи тата искусствăлла хайлав саманине кĕрсе пыратпăр, - палăртнă ведомство ертÿçи.
Вăл сăнанă тăрăх, халĕ çĕнĕ тапхăр пуçланать: аудитори йăлана кĕнĕ СМИ патне таврăнать.
- Аудитори пирĕн пата тĕрĕсленĕ информаци патне таврăнать, мĕншĕн тесен пирĕн информаци шучĕ тата унăн кокурентлăхĕ питĕ пысăк, - тенĕ Максим Ульчев.
Çавăн пекех вăл професси аталанăвне тимлĕх уйăрмаллине, редакторсемпе журналистсен йăлана кĕнĕ хăнăхăвĕсемсĕр пуçне инфомацие çĕнĕ лапамсенче салатассине алла илмеллине палăртнă.
Мероприятие хутшăнакансем темиçе тематика лапамĕнче ĕçлеççĕ. «Пурте çĕнтерÿ валли!» секцинче журналистсен ятарлă çар операци условийĕсенче епле ĕçленине, патриотизм воспитанийĕпе истори астăвăмне упраса хăварассине сÿтсе яваççĕ. Информаци хăрушсăрлăхĕ лапамра çамрăксене интернетăн начар витĕмĕнчен, экстремизмран упраса хăварассине сÿтсе явнă. Уйрăм секцие искусствăллă хайлава халалланă. Экспертсем çĕнĕ технологисем редакцисене контент хатĕрлеме, информаципе, аудиторипе ĕçлеме пулăшни çинчен каласа парĕç.
Медиофорум ĕçне «Урал сассинчен» хаçат редакторĕ Юрий Михайловпа хаçата калăплассипе тата социаллă сетьсемпе ĕçлекен инженер Татьяна Иванова хутшăнчĕç.