

Пуçарăва муниципалитетăн «Предприниматель сехетĕнче» пăхса тухнă. Роман Чазова республикăри «АгроСтартап» программăпа субсиди илме конкурс суйлавне хутшăнма документсем хатĕрлеме пулăшнă, хута кĕрсе çыру çырнă.
Кăтарту вăрах кĕттермен: предприниматель 2,4 миллион тенкĕлĕх грантăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Çак укçа-тенкĕпе вăл трактор тата çырла культурисене тирпейлемелли оборудовани туяннă. Çакă ĕç тухăçне ÿстерме пулăшнă.
Паян Романăн ĕçĕ тулли те ăнăçлă агробизнеса çаврăннă. 37, 5 гектар çинче вырнаçнă питомника хывнă инвестицин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ, грант пулăшăвне шута илсе, 12 млн çитнĕ. Радий Хабировăн бизнес темипе калаçмалли ушкăнĕнче пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра икĕ ĕç вырăнĕ уçнă, сезон вăхăтĕнче плантацисенче çичĕ çын таран ĕçлет.