

Шел пулин те, «Урал сасси» хаçата вăхăтра çырăнса илме ĕлкереймен юлташсем те тупăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсене юратнă кăларăма август уйăхĕнчен илсе тăма сĕнетпĕр, урăхла каласан, пилĕк уйăха çырăнма май пур. Çак ĕçе июль уйăхĕн 18-мĕшĕччен пурнăçламалла. Хаçат хакĕ – 521 тенкĕ те 93 пус (пĕр уйăха – 104 тенкĕ те 39 пус). Унăн çырăнтару индексĕ – П2754.
Тепĕр саманта та аса илтересшĕн, кам «Урал сассине» 2026 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăннă, вĕсене квитанци копийĕсене редакцине июль уйăхĕн 20-мĕшĕччен çитерме ыйтатпăр. Çырупа, электронлă адреспа (uralsassi@mail.ru) е 8-963-146-44-44 номерпе МАХ тата Ватсап урлă. Сирĕн валли лотерея вылявĕ ирттеретпĕр. Пурĕ 12 парне выляттарма палăртнă. Çавăнпа та сирĕн хăвăрăн телей шăпине тĕрĕслесе пăхма май пур. Пурне те ăнăçу сунатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.