Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Çырăнтару
24 Июлӗн , 10:00

Пушкăртстанра пĕлтерĕшлĕ регион трасси çине асфальт сарнă

ПР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Элшей районĕнче Çтерлĕ-Раевка çулăн 6 çухрăмĕн участокĕнче асфальтобетон хурас ĕçе вĕçленĕ. Асăннă çул лаптакĕ Первомайское тата Уразметово ялĕсем çумăн иртет. 92 çухрăм тăршшĕ çул район центрĕпе хулана çыхăнтарать. Çÿлерех асăннă ведомство пĕлтернĕ тăрăх, кунта талăкне 16 пин ытла автомобиль иртет.

Пушкăртстанра пĕлтерĕшлĕ регион трасси çине асфальт сарнăПушкăртстанра пĕлтерĕшлĕ регион трасси çине асфальт сарнă
Пушкăртстанра пĕлтерĕшлĕ регион трасси çине асфальт сарнă

Асфальт сарас умĕн çул-йĕр ĕçченĕсем кивĕ асфальта хăпăтса тикĕсленĕ. Халĕ, çиелти сийне хунă хыççăн, çул хĕррисене çирĕплетмелле, паллăсем лартмалла. Ĕçсене çулталăк вĕçлениччен пурнăçа кĕртмелле. Юсав ĕçне ирттерме «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕпе укçа-тенкĕ уйăрнă.

 

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас