

Елена Кайгулова Пушкăртстан Республикин Хисеп хутне тивĕçнĕ пулсан, Полина Дмитриева çамрăк спортсменка - ПР Пуçлăхĕн Тав çырăвне. Çавăн пекех Радий Хабиров çамрăк гимнасткан ашшĕ-амăшне, Антонинăпа Юрий Дмитриевсене, тав тунă.
«Эсир маттурсем. Лайăх та çирĕп çемье, çакăн пек пултаруллă çăлтăр çитĕнтернĕ. Республика хамăрăн спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланать», - тенĕ регион ертÿçи.
Аса илтеретпĕр: Вун тăватă çулхи Полина Дмитриева Хорватире Европа шайĕнчи ăмăртура спорт гимнастики енĕпе вăй виçне. Çтерлĕри спорт шкулĕн вĕренекенĕ çийĕнчех пилĕк награда çĕнсе илнĕ: тăватă ылтăн тата пĕр кĕмĕл медаль.
Юрий СНЕГОПАД.