Урал сасси
+18 °С
Облачно
Çырăнтару
9 Сентября , 13:00

Пушкăртстанра санитари авиацийĕ 116 çын пурнăçне çăлса хăварнă

Çулталăк пуçланнăранпа «Васкавлă пулăшу» вертолечĕ пациентсем патне 110 хут çула тухнă.

Пушкăртстанра санитари авиацийĕ 116 çын пурнăçне çăлса хăварнăПушкăртстанра санитари авиацийĕ 116 çын пурнăçне çăлса хăварнă
Пушкăртстанра санитари авиацийĕ 116 çын пурнăçне çăлса хăварнă

Санитари авиацийĕ пулăшнипе республикăри районсемпе хуласенчен 46 ачана, 16 йывăр хĕрарăма тата 54 çитĕнсе çитнĕ пациента эвакуациленĕ. Кашнинчех чирлĕ çынсене васкавлă майпа Ĕпхÿри профильлĕ больницăсене илсе çитернĕ. Çакăн пек статистика панă Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерстви.

Пациента вырăна илсе çитернĕ чухне сывлăш транспорчĕ çул çинчи вăхăта май çитнĕ таран кĕскетме пулăшать. Çакă этем пурнăçне минутпа мар, секундпа виçнĕ чухне питĕ те пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах инфаркт, инсульт пулнă чухне тата йывăр суранланнă чухне.

Санитари авиацийĕ «Вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçа кĕнине палăртса хăвармалла.

Сăмах май, нумаях пулмасть Мелеуз районĕнче пĕр арçынна эвакуациленĕ. Вăл çĕр çийĕн утса çÿреме чăрмавлă вырăнта йывăç çинчен ÿксе йывăр суранланнă пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас