Урал сасси
+10 °С
Ясно
Çырăнтару
18 Сентября , 03:35

Пушкăртстанра суйлав пуçланчĕ

Паян, сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче, 8.00 сехетре Пушкăртстанра виçĕ шайра суйлав пуçланчĕ: Раççей Патшалăх Думин , ПР Патшалăх Пухăвĕн -Курултайăн хушма тата муниципалитетсен депутачĕсемшĕн сасăласси.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстанра суйлав пуçланчĕПушкăртстанра суйлав пуçланчĕ
Пушкăртстанра суйлав пуçланчĕ

Сасăлав процедури 8.00 сехетрен пуçласа 20. 00 сехетчен пырĕ. Вăл виçĕ куна, сентябрь уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче, тăсăлать.

Пушкăртстара çак кунсенче йăлана кĕнĕ «Рахмат» акци иртет. Акци вăхăтĕнче вăл е ку тавара йÿнерех хакпа туянма пулать, çавăнпа та суйлава хутшăнакансене купонсем парĕç. Вĕсемпе республикăри 54 районпа 9 хула округĕнче усă курма май пур.

Суйлав пирки ыйтусем сиксе тухсан суйлавçăсем  8-800-200-00-20 номерпе  шăнкаравлама пултараççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

#БашВыбор2026#ВыбираемВместе #ЕДГ2026 #АлгаВсейСемьей2026 #БашкортостанВыбирай2026

Автор:Юрий Михайлов