Урал сасси
0 °С
Облачно
Çырăнтару
6 Октября , 11:00

Вунăкунлăхпа пĕлсе усă курар

Хисеплĕ вулакансем! Октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче пуçласа 16-мĕшĕччен çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче Раççей почти йăлана кĕнĕ вунăкунлăх (декадник) йĕркелет.

title
Вунăкунлăхпа  пĕлсе усă курарВунăкунлăхпа  пĕлсе усă курар
Вунăкунлăхпа пĕлсе усă курар

Çак тапхăрта эсир республика тата район хаçачĕсене йÿнерех хакпа çырăнса илме пултаратăр. Çав шутра Пушкăртстан чăвашĕсем кăмăллакан «Урал сасси» хаçат та пур. Вунăкунлăх вăхăтĕнче ăна çур çула – 578 тенкĕ те 34 пуспа (индексĕ П2754), çулталăка 1249 тенкĕ те 82 пуспа (П3362) çырăнса илме пулать.

Республикăри чăваш тĕнчинче пулса иртекен хыпарсемпе паллашас, тус-тăвансемпе çыхăнăва çухатас мар тесен «Урал сасси» хаçата çырăнса илме васкăр, паянхи ĕçе ырана ан хăварăр. Çитес çĕнĕ çулта та пĕрле пулар. Пурне те ăнăçу сунатпăр.

«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов