Урал сасси
+5 °С
Облачно
Çырăнтару
16 Октября , 08:00

Ÿсĕр хĕр-водителĕн BMW X3 автомобильне конфискациленĕ

Салават хулинче 27 çулхи водитель иккĕмĕш хут ÿсĕр пуçпа руль умне ларнăшăн ют çĕршывра туса кăларнă хурçă утсăр тăрса юлнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ÿсĕр хĕр-водителĕн BMW X3 автомобильне конфискациленĕŸсĕр хĕр-водителĕн BMW X3 автомобильне конфискациленĕ
Ÿсĕр хĕр-водителĕн BMW X3 автомобильне конфискациленĕ

Пушкăртстан Республикин прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çулхи август уйăхĕнче хĕр, маларах алкоголь напитокĕ ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнăшăн административлă айаплав иртнине пăхмасăр, каллех ÿсĕр пуçпа руль умне ларнă. Çул çинче унăн автомобильне полици ĕçченĕсем чарнă. Медицина тĕрĕслевĕ унăн организăмĕнче алкоголь шĕвекĕ пуррине çирĕплетнĕ.

Салават хула сучĕ хĕр ÿсĕр пуçпа тепĕр хут автомобильпе çÿренине çирĕплетсе йышăну тунă. Прокуратура ыйтнипе суд хĕре 160  сехет тума тивĕçлĕ (обязательные) ĕçе пурнăçлама йышăннă. Унсăр пуçне икĕ çул çура водитель удостворенийĕсĕр хăварнă тата автомобиле конфискацилесе патшалăх тупăшне панă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов