Çул тăвас пуçарупа Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Буздяк салинче пурăнакан Николай Васильевич Николаев тухнă. Палăртнă ĕçе пурнăçлама халăхран укçа-тенкĕ пухма йышăннă. Çак ыйтăва Ирина Митрофанова хăй çине илнĕ. Хурамалсем пĕри те ырă ĕçрен айккинче тăрса юлман. Пĕрлехи вăйпа 295 пин тенкĕ пухма пултарнă.
Май уйăхĕнче, темиçе кун хушшинче, çула юсанă: ваннă кирпĕч сарнă, ун çийĕнчен – хăйăрпа вак чул хутăшĕ. Геннадипе Борис тата Василий Петровсем, Юрий Григорьев, Анатолипе Евгений Наумовсем, Алексей Степанов, Александр Максимов хăйсен тракторĕсемпе килсе пысăк ĕç тунă. Ытти ял хастарĕсем çула кĕреçесемпе тикĕсленĕ.
Арçынсем тăван ялшăн тăрăшнă май, Лена Петровапа Ирина Кузьмина, Мария Кузьминапа Людмила Кузьмина тутлă та вĕри апат пĕçернĕ. Надежда Григорьевапа Инга Григорьева, Римма Ларионовапа Елизавета Яковлева та килĕсенчен кучченеçсем илсе килнĕ.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.