Кăларăм Валентин Константинов çырнă «Умра ялкăшать кил çути» ятлă çĕнĕ калавпа уçăлать. Ку автор – паянхи чăваш литературинче сулăмлă сăмах калама пултаракан прозаиксенчен пĕри. Нумаях мар вĕсем – чăваш арçын прозаикĕсем – паянхи кун. Чăн литература тĕшшине ăнланса çыракан çак автор пурри савăнтарать.
«Тăван Атăл» журналăн 11-мĕш номерĕнче пичетленнĕ чи лайăх хайлавсемпе кĕскен паллаштаратăп: ку вăл – Нина Артемьеван «Ĕмĕрхи кĕвĕ» ятлă çĕнĕ кĕнекери сăвă ярăмĕ, Александр Трофимовăн «Пурнăç шăнăрĕ» роман сыпăкĕсем, Раман Иринккин «Чараксăр чĕлхе» калавĕ, Любовь Федорован «Хăш йăхран эпир?» поэми. Вуласа киленме пултаратăр.
Репортажсемпе очерксем, интервьюсем те сахал мар ку номерте. «Алтай – тĕрĕксен авалхи çĕршывĕ» ятпа пичетленнĕ интервьюра филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Исаев Ту Алтай Республикинче кăçал тĕнче шайĕнче 2-мĕш хут иртнĕ анлă конференцие хутшăнни çинчен каласа парать.
«Николай Ашмарин еткерĕ», «Ача чунлă çыравçă – Ытарай» репортажсем те пуриншĕн те усăллă пулĕç.
Чăваш литературинче эпир халиччен пĕлсех кайман поэтăмăр Роман Иванов пирки çырнă уйрăм очерк кăсăклă пулĕ. Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕскер, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕскер, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçать, тыткăна лекет. Кайран, Тăван çĕршыва таврăнсан, репресси вăхăтĕнче ăна кун памаççĕ. Очерк авторĕ – Маргарита Матросова.
Капкăн кĕтесĕ сире хальхинче нумай кулăшла ÿкерчĕксемпе савăнтарĕ. Иван Чураль кулăшĕсем сире кĕтеççĕ.
Людмила САЧКОВА, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ.