Номертен номере капăрланса те пуянланса пырать вăл. Çĕнĕ çулхи кăларăмăн хуплашки çинче - «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ, тĕп редакторĕ Виктория Вышинская. Ку кăларăма «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 120 çул çитнине халалларăмăр, çавăнпа та унăн тĕп редакторĕнчен анлă интервью илтĕмĕр. Вулăр, пĕлĕр пирĕн коллектив мĕнле çитĕнÿсемпе уява кĕтсе илме хатĕрленнине, мĕнле хавалпа ĕçленине, пирĕн çĕнĕ ĕмĕтсемпе паллашăр.
«Управ арчине» уçса пăхар малалла. Унта Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕнчи чăваш халăхĕн авалхи паха йăли-йĕркисемпе паллашма пултаратăр.
Чи лайăх хайлавсемпе паллаштарать сире малалла «Тăван Атăл» журнал. Александр Ильинăн «Сталинград салтакĕ» поэми, Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн 85 çулхи юбилей ячĕпе хатĕрленĕ ĕлккен сăвăсен пуххи.
Василий Кошкин-Кервен Федор Тютчевăн вилĕмсĕр сăввисене чăвашла куçарнă. Типтерлĕ те çÿллĕ шайра ăсталанă вĕсене - чăн-чăн поэзийĕн асамлăхне кăтартма пултарнă.
Ăнкармăн Раççее ăспа,
Пĕр аршăнпа ăна виçеймĕн:
Ун хăйĕн евĕрлĕ шăпа -
Пирте - ĕненĕвĕ Раççейĕн.
(1866)
Ара Мишши - çине тăрса тăрăшса ĕçлекен çыравçă. Яваплă çын «Яваплă ĕç» калав çырма шут тытнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра окоп чавакансен ĕç-хĕлĕпе чун ыратăвне сăнарланă автор.
Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов чăваш халăхĕн сĕм авалхи кун-çулĕпе, шăпипе паллаштарать. «Атăлçи пăлхарсен этносĕ йĕркеленни çинчен (Ибн Фадлан çырнине тĕпе хурса) наука статйи пурне те кăсăклă пулĕ. Эпир пуян историллĕ халăх пулнине кăтартса парать вăл, пирĕн мăнаçлăха çĕклет.
Литература журналĕнче литературоведсем сăмах илмеллех! Вĕсен рентген пек куçĕсем пирĕн чăваш литературин паянхи лару-тăрăвне сăнарлани пулмаллах. Сумлă кĕрекере - Ирина Кириллова (Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директор çумĕ тата филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ). Вăл «Борис Чиндыков драматургийĕн кăмăл-сипет шыравĕсем тата пурнăç чăнлăхĕ» тишкерÿллĕ тĕпчев хатĕрленĕ.
Юрату историйĕпе киленсе ларас килет пулсан, тархасшăн, Лидия Сарине çыравçăн «Çулçă тăкăнсан» калавне тытса вулăр.
Ку кăларăмра очерксем те, аса илÿсем те çук мар. Тархасшён, вулаканăм, «Тăван Атăл» журнал страницисем сире кĕтеççĕ. «Капкăн кĕтесĕ» те Çĕнĕ çул саламĕ салатать. Кунхинче Шăмăршă тăрăхĕнчен Зинаида Свеклова-Ырпи (пĕрремĕш хут) питĕ асра юлмалли шÿтсем çырса ячĕ. Çĕнĕ сас янăрать, хăлха тăратсах итлĕр!
Людмила САЧКОВА, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ.