Пур хыпар та
Аталану
28 Майӑн , 15:00

Пелепейре тĕрме замокне çĕнетеççĕ

Пелепей хулинче тĕрме замокĕ вырнаçнă кварталта тытса çавăрнă картана сÿтме тытăннă тесе пĕлтернĕ муниципалитетра.

Пелепейре тĕрме замокне çĕнетеççĕ
Пелепейре тĕрме замокне çĕнетеççĕ

Истори пĕлтерĕшлĕ çуртсен комплексне – суту-илÿ речĕсем тата II Екатерина вăхăтĕнчи ĕнерхи тĕрме – нумай пулмасть карта тытса çавăрнă пулнă.

Тимĕр тата бетон картасем, гаражсемпе тем çÿллĕш ÿснĕ курăк çуртăн илемлĕ умне хупăрланисĕр пуçне, хула çыннисен ункайлă маршрутне те пăснă. Çавăнпа проектăн тĕп тĕллевĕ - ача сачĕпе чиркÿ, культура еткерĕн объекчĕсем вырнаçнă территорисене, машина тăратмалли вырăнсене тата çуран çÿрекенсен маршручĕсене пĕрлештересси. Çакна тăвас тесен картана илсе пăрахмалла, ландшафт дизайнĕпе усă курса территорие зонăсене пайламалла.

Тĕрме замокĕ пултарулăх центрĕ пулса тăрĕ. Вăл ăстаçăсене, культура учрежденийĕсемпе усламçăсене пĕр тĕвве пухĕ. Асăннă территоринче тĕрме замокĕн площадĕ, ача-пăча лапамĕ, типĕ фонтан, суту-илÿ речĕсем тата павильон-мастерской вырнаçĕ. Унсăр пуçне унта тĕрме историйĕпе паллаштаракан интерактивлă музей уçăлĕ.   

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Жильеигородскаясреда

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в