Пур хыпар та
Аталану
1 Июнӗн , 09:00

Бирск хулинче тырă тата пахча çимĕç тытмалли вырăн хăпартĕç

«Азамат» ООО инвестици проектне налог çăмăллăхĕсене тата ытти патшалăх пулăшăвĕсене тивĕçекен чи кирлĕ проектсен шутне кĕртнĕ.

Бирск хулинче тырă тата пахча çимĕç тытмалли вырăн хăпартĕç
Бирск хулинче тырă тата пахча çимĕç тытмалли вырăн хăпартĕç

Чи кирлисен шутне социаллă тата экономика пĕлтерĕшлĕ бизнес-кейссем кĕреççĕ.

 - Асăннă инвестици проекчĕ Бирск районĕшĕн актуаллă пулнине палăртса хăвармалла. Мĕншĕн тесен вăл ял хуçалăхне аталантарассине ырă витĕм кÿрет, ĕçе кĕртмен çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă ыйтăва татса парать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет, вырăнти бюджет тупăшне ÿстерме пулăшать, - тенĕ вице-премьер – экономика аталанăвĕн тата инвестици проекчĕсен министрĕ Рустам Муратов.

Проект шайĕнче шăвармалли система хăпартма, ял хуçалăх техники туянма тата техникăна юсамалли сервис центрĕ уçма палăртаççĕ.

Инвесторсем налог çăмăллăхĕпе усă курасса, ял хуçалăх техникине тата оборудованине туянма хывнă укçана саплаштарасса, çавăн пекех суту-илÿсем ирттермесĕр çĕр лаптăкне арендăна илессе шанаççĕ. Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çĕр лаптăкĕсене хатĕрленĕ.

Проекта 2022-2025 çулсенче пурнăçа кĕртĕç. Комплексра 55 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ. 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в