Пур хыпар та
Аталану
1 Июнӗн , 16:50

Инвесторсене кăлпасси туса кăларакан производствăна 21 млн тенкĕ хывма сĕнеççĕ

Инвесторсем валли çĕнĕ сĕнÿ хатĕрленĕ – Аскино район центрĕнче кăлпасси туса кăларакан пĕчĕк предприяти йĕркелесси.

Инвесторсене кăлпасси туса кăларакан производствăна 21 млн тенкĕ хывма сĕнеççĕ
Инвесторсене кăлпасси туса кăларакан производствăна 21 млн тенкĕ хывма сĕнеççĕ

Никĕсĕ пур – халĕ цех ĕçлемест. Ăна çĕнĕрен хута ярас тесен 21,3 млн тенкĕлĕх инвестицисем кирлĕ тенĕ ПР Аталану корпорацийĕнче. Предприятинче 28 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ.

Унччен маларах çак лапамра газлă шыв, тушенка, пельмень, сало, аш тата тĕрлĕ кăлпасси туса кăларнă пулнă.

Тишкерсе хатĕрленĕ концепцисемсĕр пуçне бизнес-сĕнÿ укçа-тенкĕпе экономика кăтартăвĕсенчен тăрать, çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕн мерисенчен. Çав шутра налог çăмăллăхĕсемпе çыхăннисем те.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в