Пур хыпар та
Аталану
1 Июнӗн , 11:00

Нумай ачаллă 22 анне «Анне мухтавĕ» медале илме тивĕçнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пилĕк тата ытла ача çитĕнтерекен 22 аннене «Анне мухтавĕ» медальпе чысласси çинчен калакан указа алă пуснă. Кирлĕ документа республикăн право информацийĕн интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Нумай ачаллă 22 анне «Анне мухтавĕ» медале илме тивĕçнĕ
Нумай ачаллă 22 анне «Анне мухтавĕ» медале илме тивĕçнĕ

Çапла патшалăх наградине Абзелилпа Аскин, Баймакпа Благовар, Гафурипе Давлекан, Калтасăпа Кушнаренково, Туймазăпа Учалă районĕсенче тата Çтерлĕ хулинче пурăнакан нумай ачаллă аннесем илме тивĕçнĕ.

Награда çумне укçан преми те параççĕ. Унăн виçи 17 пин тенкĕпе танлашать. Тÿлевĕн тĕллевĕ – ачасен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси.

Медале 1998 çулта çирĕплетнĕ. Çак вăхăт хушшинче ăна 8 пин ытла анне илме тивĕçнĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в