+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Форумăн пĕрремĕш кунĕнче «Пушкăртстан Республикинчи Туризма аталантаракан центр» АНОпа (автономлă коммерципе çыхăнман пĕрлешÿ) «БЕЛАВТОМАЗ» холдингăн тĕп компани ятарлă килĕшÿсем алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Пушкăртстан тата Беларусь республикисем ача-пăча канăвне йĕркелессипе пĕрле ĕçлĕç.
Çапла 2023 çулта икĕ республика Пушкăртстан тата Беларусь территорийĕсем çинче 14-16 çулхи ачасен канăвне йĕркелĕç. Докуметра çырнă тăрăх, ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен канмалли вырăнсемпе кунсене палăртмалла, культура тата экскурси мероприятийĕсенчен тăракан программăна хатĕрлемелле. Çак килĕшÿ Пушкăртстанри туризма аталантарма, Беларусь Республикипе туслă çыхăнăва çирĕплетме пулăшĕ.