Пур хыпар та
Аталану
4 Июнӗн , 10:00

Эрехĕррисем хăйсен ялне презентациленĕ

Хăтлав мероприятийĕ Ĕпхÿ хулинче «Урă ял» конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрĕнче иртнĕ.

Эрехĕррисем хăйсен ялне презентациленĕ
Эрехĕррисем хăйсен ялне презентациленĕ

Эрехĕрри ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Зарянова каласа панă тăрăх, делегаци йышĕнче Ермеккей район администраци пуçлăхĕ Ильшат Райманов, информаципе аналитика секторĕн ертÿçи Энже Шафикова, Станислав Андрияновпа Светлана Яковлева ялти чи пуçаруллă çынсем пулнă. Конкурс комиссийĕ валли видеоролик хатĕрленĕ. Унта вара паянхи кун ял мĕнле пурăннине кăтартса панă. Çакна та палăртса хăвармалла: Эрехĕрри ялĕнчи пурнăç тулли те пуян. Ялта пуçаруллă çынсем пурри уйрăмах савăнтарать. Вĕсем общество ĕçĕсенчен айккинче тăрса юлмаççĕ, вырăнти влаçе мĕнпур ĕçре те пулăшу параççĕ. Çапла майпа ял урамĕсене, обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртеççĕ, бизнеспа культурăна аталантараççĕ.

«Урă ял» конкурса хутшăннă май ялта чылай мероприяти иртнĕ. Сăмахран, хăтлав умĕн йăлана кĕнĕ «Тивлет» чăваш культурин фестивальне йĕркеленĕ.  Вăл кÿршĕ районсенчи чăваш ялĕсем хушшинчи туслăх кĕперĕ пулса тăнă тесен те йăнăш пулмĕ.

Ольга Владимировнан сăмахĕсем тăрăх, хăтлав вăхăтĕнче жюри членĕсен ыйтăвĕсем çине хуравлама тивнĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, республика конкурсĕн тĕп тĕллевĕ – урă пурнăç йĕркине нормăна кĕртесси.

Халĕ вара конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене кĕтесси çеç тăрса юлать. Вĕсем июнь уйăхĕн вĕçĕнче паллă пулĕç. Жюри членĕсем 12 çĕнтерÿçе палăртĕç. Астутаратпăр, конкурсăн парне фончĕ 40 млн тенкĕпе танлашать. Çак укçа-тенкĕпе ялсене тирпей-илем кĕртме тата ял-саласене аталантарма пултараççĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в