Пур хыпар та
Аталану
4 Июнӗн , 14:40

"Урал леш енĕ -2022" форумра 107 млрд тенкĕлĕх инвестици килĕшĕвĕсене çирĕплетнĕ

Сибайра иртекен тăваттăмĕш «Урал леш енĕ» инвест-сабантуйра 107 млрд тенкĕлĕх 28 инвестици килĕшĕвĕ алă пусса çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен республика правительствин премьер министрĕ  Андрей Назаров РБК-Ĕпхÿ телеканала панă интервьюра пĕлтернĕ. Иртнĕ виçĕ форумра 112 млрд тенкĕлĕх 56 килĕшÿ çирĕплетнĕ.

"Урал леш енĕ -2022" форумра 107 млрд тенкĕлĕх инвестици килĕшĕвĕсене çирĕплетнĕ
"Урал леш енĕ -2022" форумра 107 млрд тенкĕлĕх инвестици килĕшĕвĕсене çирĕплетнĕ

- Форума бизнесменсем уçăмлă тĕллевпе килеççĕ, çавăнпа кăтартусем те тухăçлă. Паянхи кун кашниех хăйĕн укçа-тенкĕ запасне, мĕн тума пултарнине пĕлсе тăраççĕ. Çавăн пекех Пушкăртстанра инвестици климачĕ лайăх пулнине, патшалăх санкцисене çĕнтерес ĕçре çеç мар, чи кирлĕ  инвестици проекчĕсене пурнăçлама пулăшнине кураççĕ. Республика пуçлăхĕ ирттерекен «Инвест сехетре» йăлана кĕнĕ тăрăх, чи паха инвест проектсене яланах çăмăллăхсемпе усă курма майсем туса параççĕ, - тенĕ премьер-министр.

Андрей Назаров темиçе çул каялла Пушкăртстанра инвест-сабантуй ирттерме йышăну туни питĕ вырăнлă та тĕрĕс утăм пулнине палăртнă. Мероприяти хăйĕн тăкакĕсен хакне кăларать. Унсăр пуçне Урал леш енне аталантарма стратегилле йышăну тунă. Санкци условийĕсенче хăш-пĕр ют çĕршыв инвесторĕсем форума килме калаçса татăлнă, Пушкăртстан çĕрĕ çине килсе çитнĕ пулсан та, хăйсене халăх умĕнче кăтартас темерĕç – асăрхануллă тытрĕç тесе пĕлтернĕ правительство ертÿçи. Анчах та 11 патшалăхри 41 ют çĕршыв çынни инвест-сабантуйăн лапамĕсенче пулнă.

Премьер-министр каланă тăрăх, кăçал форум программине хатĕрлеме йывăртарах пулнă, çапах та лару-тăру мĕн чухлĕ йывăртарах, çавăн чухлĕ инвесторсен пахалăхĕ пысăк пулса тухнă.

- Инвестор кунта мĕн ĕçпе килсе çитнине, çак ĕçе мĕншĕн тунине лайăх ăнланать. Çул çинчи чăмавсемпе йывăрлăхсем хыçа юлнине те ăнланать. Çавăнпа инвестици ĕçне хутшăнса тупăш илме тăрашать. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, маларахри форумсенче уява килнĕ чухнехи пек турист-инвестросем те пулнă. Вĕсем курса çÿреççĕ те контрактсăрах каялла таврăнса каяççĕ. Ун пек категори форумсенче яланах пулать, анчах та хальхинче вĕсем çук. Шăпах 41 ют çĕршыв çынни инвест-сабантуйăн чи паха инвесторĕсем пулса тăчĕç. Çавна пулах паянхи форум  малтанхи виççĕшĕпе пĕрле илсен укçа-тенкĕ калăпăшĕпе пĕр шайра тăрать, - палăртнă Андрей Назаров.

Мероприяти вăхăтĕнче Урал леш енне аталантармалли стратегипе те паллаштарнă. Унта 76 проект кĕрет, пĕтĕмĕшле вĕсен тăкакĕсем 175 млрд тенкĕпе танлашаççĕ. Вĕсенчен 105,5 млрд тенки -  уйрăм çынсен пурлăхĕ, 11,7 млрд тенкине республика федераллă хыснаран илме палăртать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас в