Пур хыпар та
Аталану
8 Июнӗн , 12:05

Районти больницăсенчен пĕри маммограф илме тивĕçнĕ

Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетессипе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн, Федоровка тăрăхĕнчи тĕп район больницине паянхи саманана тивĕçтерекен маммограф илсе килнĕ. Унăн хакĕ 12 млн тенкĕпе танлашать. Çакăн пирки регионти Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Районти больницăсенчен пĕри маммограф илме тивĕçнĕ
Районти больницăсенчен пĕри маммограф илме тивĕçнĕ

Маммограф аппарачĕ пурри кăкăрти усал тата хăрушлăх кăларса тăратман шыçăсене вăхăтлă тупса палăртма пулăшать.

Цифрăллă маммограф тĕрлĕ енлĕ тĕпчевсем ирттерме май парать: пĕр енчен, пĕтĕмĕшле скрининг тумалли аппарат шутланать, тепĕр енчен, тĕрĕс кăтартусем пуçтарать.

 - Цифрăллă маммограф - тухтăрсемпе пациентсемшĕн кирлĕ аппарат. Çакăн йышши оборудовани пирĕн больницăра хальччен пулман. Пациентсем Кумертау хулинчи больницăна кайса çÿретчĕç. Паллах, тĕрĕс диагноз лартмалли тата сиплемелли вăхăт нумая тăсăлса каятчĕ, - тенĕ Федоровкăри ТРБ тĕп врачĕ Олег Белоусов.

Çÿлерех асăннă программа «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕ витĕмĕпе пурнăçа кĕрет.

Унччен маларах ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăра пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен медицина учрежденийĕсен сечĕсене анлăлатасси пирки каланăччĕ.

Регион ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, çывăх вăхăтра Çтерлĕпуçпа Зианчура, Авăркаспа Татăшлă районĕсенче çĕнĕ тата тĕпрен юсанă ФАПсем уçăлĕç.

Унсăр пуçне çулла Бирск хулинчи поликлиникăна хута ярĕç. Кĕркунне – Илиш районĕнчи Дюмеево ялĕнче тата Туймазă тăрăхĕнчи Кивĕ Туймазăра икĕ тухтăр амбулаторине уçĕç. Çав вăхăтрах Ĕпхÿри Затон микрорайонта аслисен тата Баймакра ача-пăча поликлиникисене хăпартассипе çыхăннă строительство ĕçĕсем пыраççĕ.

 «Дуван районĕнчи Месягутово салинче кăнтăрлахи стационарпа ача-пăча поликлиники тата Мечетлĕ районĕнче Большеустьинск ялĕнче васкавлă пулăшу станципе пĕрле больница хăпартма тытăннă. Вĕсене çитес çулта хута ярăпăр, - тесе çырнă Радий Хабиров.  – Мĕнпур объектсен пĕлтерĕшĕ, кирлĕлĕхĕ пысăк. Çавăнпа ĕçсене палăртнă вăхăтра вĕçлеме тăрăшăпăр».    

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в