Пур хыпар та
Аталану
9 Июнӗн , 10:30

«Амăш мухтавĕ» медале тивĕçнисене 50 пин тенкĕ укçа парĕç

Республикăра пурăнакан «Амăш мухтавĕ» («Материнская слава») медальпе чысланă нумай ачаллă амăшĕсем пĕр хутчен паракан тÿлеве тивĕçĕç.

«Амăш мухтавĕ» медале тивĕçнисене 50 пин тенкĕ укçа парĕç
«Амăш мухтавĕ» медале тивĕçнисене 50 пин тенкĕ укçа парĕç

Республикăра пурăнакан «Амăш мухтавĕ» («Материнская слава») медальпе чысланă нумай ачаллă амăшĕсем пĕр хутчен паракан тÿлеве тивĕçĕç. Унăн хисепĕ 50 пин тенкĕпе танлашать. Тивĕçлĕ указа Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пусса çирĕплетнĕ. Документа право информацин официаллă интернет-порталĕнче пичетленĕ.

Маларах  асăннă медале тивĕçнĕ хĕрарăмсене пĕр хутчен паракан тÿлев 17 241 тенкĕ пулнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас в