- Регионти пĕрлĕхлĕ субсиди витĕмĕпе инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме тата промышленность предприятийĕсене çĕнетме тата аталантарма темиçе юхăм палăртаççĕ. Асăннă укçа-тенкĕ регионсене предприятисен тăкакĕсене саплаштарма пулăшĕ, - пĕлтернĕ Пушкăртстанри промышленность, энергетика тата инноваци министрĕ Александр Шельдяев.
Çавăн пекех правительство коммуналлă ресурссемшĕн тÿлемелли субсиди виçине те ÿстерет. Патшалăх пулăшăвĕ 50 процентран 80 процента çити ÿсет.
2022 çулта 54 регионти промышленность аталанăвĕ валли 3,7 млрд тенкĕ уйăрĕç. Укçа-тенке регионти промышленность аталанавĕн фончĕсене те çитерĕç. Çывăх вăхăтра Раççей Промышленноçпа суту-илÿ министерстви 2023 çулта Пĕрлĕхлĕ регионти субсиди инструменчĕ урлă регионсене пулăшу уйăрмалли конкурс çинчен пĕлтерĕ.