Пур хыпар та
Аталану
9 Июнӗн , 15:30

Тĕплĕ юсавпа çыхăннă çăмăллăхсене малалла тăсасшăн

Пушкăртстанра пурăнмалли çуртсен тĕплĕ юсавĕпе çыхăннă çăмăллăхсене пĕччен пурăнакан 70 çултан иртнĕ çынсемшĕн тата тепĕр икĕ çула тăсасшăн. Тивĕçлĕ саккун проектне ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн депутачĕсем июнь уйăхĕнчи ларура пăхса тухĕç. Тÿрлетÿсене «Нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕтĕмĕшле пурлăха тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттересси» регионти саккуна кĕртесшĕн.

Тĕплĕ юсавпа çыхăннă çăмăллăхсене малалла тăсасшăн
Тĕплĕ юсавпа çыхăннă çăмăллăхсене малалла тăсасшăн

Паяхни кун 70 çултан аслă пĕччен пурăнакан çурт хуçисем тĕплĕ юсавшăн 50%, 80 çултан иртнисем – 100% компенсацие тивĕçеççĕ.

- Çăмăллăха тивĕçлĕ канури ĕçлемен уйрăм е çемьере пурăнакан пенсионерсене, I-II ушкăн инваличĕсене параççĕ. Маларах вăя кĕнĕ саккун срокĕ 2022 çул вĕçĕнче вĕçленет. Çавăнпа та ăна тепĕр икĕ çула – 2024 вĕçĕччен – тăсма сĕнеççĕ, - пĕлтернĕ республика парламенчĕн спикерĕ Константин Толкачев.

Асăннă çăмăллăха сыхласа хăварас тесен республика бюджетĕнчен 2023 çулта 40,3 млн тенкĕ, 2024 çулта 44,9 млн тенкĕ уйăрма тивĕ. Тăкаксене виçĕ çуллăх бюджетне йышăннă чух та шута илĕç.

Парламентра саккун проектне  «стабильлĕхе, граждансен социаллă хÿтлĕхне сыхласа хăварас» тĕлĕшпе пăхса тухасси пирки пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра тĕплĕ юсав тÿлевне 2022 çулхи январь уйăхĕнче индексациленĕ. Ултă хутлă çуртра пурăнакансем тăваткал метршăн 7,46 тенкĕ тÿлеççĕ.  Ултă хутран та çÿллĕ çуртсенче пурăнакансем тăваткал метршăн 8,1 тенкĕ уйăрма тивет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас в