Пур хыпар та
Аталану
10 Июнӗн , 16:15

Сĕт хакĕпе чи хаклă хула паллă

Регионти статистиксем пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра пастеризациленĕ сĕт хакĕпе хаклă хула шутне Ĕпхÿ кĕнĕ.

Сĕт хакĕпе чи хаклă хула паллă
Сĕт хакĕпе чи хаклă хула паллă

Пушкăртстат кăтартăвĕпе килĕшÿллĕн Ĕпхÿ çыннисем май уйăхĕнче пĕр литр сĕте вăтамран 67,21 тенкĕ тÿлесе туяннă.

Иртнĕ уйăхра республикăра пастеризациленĕ сĕт хакĕ вăтамран 65,19 тенке çитнĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнче унăн хакĕ 58,90 тенкĕпе танлашнă.

Малтанхи пекех сĕтĕн чи йÿнĕ хакне Çтерлĕ хулинче çирĕплетнĕ. Май уйăхĕнче унта вăтамран пĕр литр сĕте 60,17 тенкĕ парса туянма пулнă.

Ытти хуласене илес пулсан, сăмах май Нефтекамск хулинче пĕр литр сĕте 62,71 тенкĕпе сутнă, Сибайра – вăтамран 65,60 тенкĕпе.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в