+9 °С
Пӗлӗтлӗ
«Великий Камень» Китайпа Белоруссин индустри паркĕн курав центрĕнче пирĕн регион представителĕсем ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, продукцие тирпейлемелли технологисемпе, усрамалли тата чĕркемелли ĕç опычĕпе паллашнă, ял хуçалăх техникисене пăхса тухнă.
Ильшат Фазрахманов ял хуçалăх техникипе транспорт туса кăларакан пысăк предприяти-производителĕсемпе тĕл пулусемпе калаçусем ирттернĕ. Вĕсен хушшинче «Лидсельмаш» (СНГри çакса тата çаклатса ямалли ял хуçалăх машинисен производителĕ), МАЗ, Минскри трактор завочĕ (Пушкăртстанăн ял хуçалăх промышленноçĕн шанчăклă партнерĕ) тата ыттисем те. Малашне те пĕрле ĕçлесси тата Пушкăртстана техникăна çитерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.