Пур хыпар та
Аталану
14 Июнӗн , 16:50

Раççей правительстви ял ипотекин программине тата 7 млрд тенкĕ уйăрнă

Асăннă пулăшу  маларах кредит илнисен 3процентлă ставкине сыхласа хăварма тата 17 пин çемьене ипотека илме май парать.

Раççей правительстви ял ипотекин программине тата 7 млрд тенкĕ уйăрнă
Раççей правительстви ял ипотекин программине тата 7 млрд тенкĕ уйăрнă

Çакăн çинчен Михаил Мишустин вице-премьерсемпе ирттернĕ оперативлă канашлура пĕлтернĕ.

Уйăрнă укçан çуррине çĕнĕ кредитсене ярĕç, çакă тата 17 пин çемьен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май парĕ.

Укçа-тенкĕн тепĕр çур пайне маларах уйăрнă 100 пин  кредита III кварталта пулăшу пама тăкаклĕç, - пĕлтернĕ министрсен кабинечĕн пуçлăхĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас в