Пур хыпар та
Аталану
20 Июнӗн , 17:32

Ачасем валли çĕнĕ авто хула уçĕç

Пушкăртстанри Караидель ялĕнче «Хăтлă хула хутлăхĕ тăвасси» программăпа ачасем валли авто хула тăвĕç.

Ачасем валли çĕнĕ авто хула уçĕç
Ачасем валли çĕнĕ авто хула уçĕç

Кунта чăн-чăн çулăн элеменчĕсем – разметкăллă автомобиль çулĕ, çуран çÿрекенсен каçмалли вырăнĕсем, çул тăваткалĕсем (перекрестки), тротуарсем, çуран çулсем (пешеходные дорожки), паллăсем тата светофорсем пулĕç.
– Ленин урамĕнче вырнаçтарма палăртнă лапама ачасен çул-йĕр травматизмне профилактика тăвасси, çул-йĕр хăрушлăхсăр йĕркисене вĕрентес тĕллевпе тăватпăр, – тенĕ социаллă сетьсенче Караидель районĕн пуçлăхĕ Айдар Шайдуллин.
Авто хулана 2022 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса пĕтерме палăртаççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас в