+24 °С
Ҫумӑр
Мĕнпур укçа-тенкĕ çăлкуçĕсене хута янипе çак вăхăт хушшинче республикăра 1245,6 пин тăваткал метр йышăнакан 16,4 пин хваттер хăпартнă. 2021 çулхи çак тапхăра шута илсен, ÿсĕм 113,9% процентпа танлашни курăнать.
Пурăнмалли куçман пурлăхăн 37,9 процентне çурт лартакансем – юридици сăпачĕсем – хута янă. 62,1% харпăр çуртсене пырса тивнĕ.
Республикăра хăпартăнакан пĕр тăваткал метр çуртăн хакĕ вăтамран 58 183 тенкĕпе танлашать. Хуласенче пĕр тăваткал метра 58 706 тенкĕ парса туянма пулать, ял-саласенче – 37 352 тенкĕ.
Ирида НОВИКОВА.