Пур хыпар та
Аталану
20 Июнӗн , 14:55

Суя информаципе кĕрешмелли «Лапша» платформăна хута янă

Раççейре чăн мар информацие çиеле кăлармалли тата вĕсемпе кĕрешмелли «Лапша» платформăна хута янă. Проекта «Диалог» автономиллĕ коммерциллĕ мар организаци хатĕрленĕ.

Суя информаципе кĕрешмелли «Лапша» платформăна хута янă
Суя информаципе кĕрешмелли «Лапша» платформăна хута янă

Агрегатор пулăшăвĕпе усă курса Интернетри информацие тĕрĕслеме пулать. Ун валли иккĕленÿллĕ информацин ссылкине копи ÿкерсе ятарлă формăна лартмалла, ссылка пулмасан фото, видео е аудиофайл çирĕплетмелле. Экспертиза иртнĕ хыççăн, чăн мар информаци ятарлă паллăпа уйрăлать.

Тĕп порталсăр пуçне  Telegram, Viber, VKontakte социаллă сетьсенче «Антифейк» чат-ботсемпе усă курма пулать.

Социаллă тĕпчевсем тăрăх, çынсен 90 проценчĕ фейксене (суя информаци) тăрă шыв çине кăларасшăн тата вĕсен çăлкуçĕсем çинчен пĕлесшĕн çунаççĕ. Суя информацисен шучĕ кăшăлвирус анлă сарăлнă 2020-2021 çулсенче тата халĕ нумайланчĕ, - палăртнă «Диалог» организацин тĕп директорĕ Владимир Табак.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас в