Пур хыпар та
Аталану
24 Июнӗн , 12:30

Пушкăртстан 85 автобус илме тивĕçĕ

«Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» наци проекчĕ витĕмĕпе Пушкăртстан 2023-2024 çулсенче 85 çĕнĕ обществăлла транспорт илме тивĕçĕ.

Пушкăртстан 85 автобус илме тивĕçĕ
Пушкăртстан 85 автобус илме тивĕçĕ

Хăш регионта техника паркĕ çĕнелессине Раççейри Транспорт министерстви конкурс суйлавĕн кăтартăвĕсем тăрăх палăртнă. Пĕтĕмĕшле 44 регионтан заявка килнĕ. Комисси вĕсене пăхса тухнă май хуласенчи обществăлла транспорт аталанăвĕн шайне хак панă. Заявкăсене суйланă чух регионсенче çулшăн тÿлемелли контактсăр система, транспорта планланине çирĕплетнĕ документсем пуррине, транспорт валли ярăмсем йĕркелеме пултарнине, расписание пăхăннине шута илнĕ. Çапла Ĕпхÿ агломерацийĕ мала тухнă та.

 - Наци проекчĕ шайĕнче çĕршыври çул-йĕр системине йĕркене кĕртессисĕр пуçне, обществăлла транспорта çĕнетессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хуласенчи транспорт системи хăтлă, паянхи саманана тивĕçтерни тата экологи енчен таса пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен пассажирсен хăрушсăрлăхĕ çакăнтан килет, - тесе палăртнă ПР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Александр Булушев.

Наци проекчĕ шайĕнче обществăлла транспортпа «Патшалăх транспорт лизинг компанийĕ» АО тивĕçтерет. Транспорта йÿнерех хакпа тата çăмăллăх лизингĕпе туянма пулать.

Хальхи вăхăтра техника паркне çĕнетессипе инвестици проекчĕ хатĕрлеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн Наци ырлăхĕн фондĕнчен 44 млрд тенкĕ уйăрса парасса шанаççĕ. Инвестици проектне пурнăçа кĕртни регионсене 2022-2024 çулсенче коммерцине кĕмен лизинг условийĕсемпе 2 654 транспортпа тивĕçтерме май парĕ.      

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Безопасныеикачественныеавтомобильныедороги

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в