Пур хыпар та
Аталану
3 Августӑн , 09:15

Пĕрремĕш çур çулта çĕр айĕнчи усăллă япаласем тупасси 20,7 процента ÿснĕ

Башкортостанстат республикăри кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăхăн производство ĕç-хĕлне отрасльсем тăрăх пĕтĕмлетнĕ.

Пĕрремĕш çур çулта çĕр айĕнчи усăллă япаласем тупасси 20,7 процента ÿснĕ
Пĕрремĕш çур çулта çĕр айĕнчи усăллă япаласем тупасси 20,7 процента ÿснĕ

Ытларах пысăк ÿсĕмсем çĕр айĕнчен усăллă япаласем кăларассипе -20,7% пулнă. Кунта 246,6 млрд тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Туса кăларакан производство калăпăшĕ 3,5% (828,5 млрд тенкĕ), электроэнергипе тата газпа тивĕçтересси 101,6% (82,2 млрд) ÿснĕ. Шывпа тивĕçтерессипе, юхтарса ярассипе, каяшсене утилизациленипе, таса марлăха пĕтерессипе 2,6% чакни паллă.

2021 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче республикăра промышленность производствин индексĕ 105,1 процента çитнĕ. Çирĕм пĕр ĕç-хĕл тĕсĕнче ÿсĕмсем палăрнă. Ял-хуçалăх продукцин индексĕ 100,1 процента çитнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас в