Пур хыпар та
Аталану
4 Августӑн , 10:39

Гафури районĕнчи çĕрлехи пушарта арçынпа хĕрарăм вилнĕ

РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, паян çĕрле васкавлă службăсене Гафури районне кĕрекен Красноусольски ялĕнчи Некрасов урамĕнчи пурăнмалли çуртра пушар тухни пирки пĕлтернĕ. 

Гафури районĕнчи çĕрлехи пушарта арçынпа хĕрарăм вилнĕ
Гафури районĕнчи çĕрлехи пушарта арçынпа хĕрарăм вилнĕ

Пушар хуралçисем вырăна çитсе 8х8 метрлă пĕрене çуртарнтухакан уçă çулăма тĕп тунă.   

Пушар алхаснă вырăна сÿтнĕ чух 1960 çулхи хĕрарăмпа 1983 çулхи арçын ÿчĕсене тупнă. Пушар сăлтавне уçăмлатаççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас в