Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Криминал
28 Ноябрӗн 2022, 11:05

Ултав çиеле тухнă

Октябрьски хулинче пурăнакан пĕр арçынна 7 çуллăха ирĕксĕр хăвармалла йышăну тунă. Суд ăна ултавлă майпа (мошейничество) 16 млн тенкĕ укçа вăрланăшăн айăплама йышăннă

Ултав çиеле тухнă
Ултав çиеле тухнă

 Вăл табак бизнесĕ йĕркелеп тесе палланă çынсенчен укçа пухнă, каярах çав нухрата процентпа тавăрса пама шантарнă. Унăн усал шухăшлă ĕçĕ çийĕнчех çиеле ан тухтăр тесе ултавçă хăйĕн юлташĕсенчен кивçен укçа илсе хăш-пĕр кредиторсене тавăрса панă.

Вĕрене мĕн чухлĕ явсан та унăн вĕçĕ пулатех теççĕ халăхра. Кунта та çав пулăмах пулса иртнĕ -  пурăна киле ултав çиеле тухнă. Инкеке лекнĕ 8 çын законлăха сыхлакан органсем патне çитнĕ. Арçын хăйĕн айăпне йышăннă, укçа-тенке хăйне кирлĕ пек тăкакланине пĕлтернĕ. Çичĕ çуллăха колонине ăсатнипе пĕрле суд ăна сиен кÿнĕ çынсене укçа-тенке каялла тавăрса памалла тунă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: